Thursday, May 10, 2007

Чухăнсен кĕрешÿ... (вырăсларан чăвашла П. Хусанкай куçарнă М. Сеспель сăввин пĕр пайĕ)

* Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути —
Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!

Пухура, чиркÿре халь сана пур йытти
Вăрçăпа пĕтерме шав-шавлаççĕ.

Ак çĕкленчĕ, çĕлен-калта пек чашкăрса,
Ылтăн тумлă эшкер сана хирĕç;

Урса кайрĕ, ылханчĕ, шăлне хăйраса,
Пуп таврашĕ, мĕнпур харампырĕ.

Чухăнсем вăй илнишĕн вĕсем халь хаяр,—
Кăмăл çук-çке влаçа вĕçертмешкĕн.

Халăх юнĕ юхать çĕр çинче тин çеç мар
Çав тискер кайăк пек ирсĕрсемшĕн.

Урччĕрех! Халăх тусĕ нумай пирĕнпе,
Витмен мар вĕсене те куççулĕ.

Аслă ĕçшĕн вĕсем шав тăрсан пĕр çын пек,—
Пирĕн хĕрлĕ ялав çÿлте пулĕ!

Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама,
Вĕсем сывă пулсассăн, пăрахмĕ;

Тĕрлĕ вупăр тавраш хăйсене пуйтарма
Чухăна-мĕскĕне тек пăваймĕ.

Тăвансен çапăçса пуç хумашкăн тивсен,
Вĕсем Ирĕклĕх, тĕрĕслĕх, ыр ĕç

Пур хура хаяра çĕнтерсе килессе
Ененсе те шанса çĕре кĕрĕç.


...


(1918)

No comments: