Thursday, May 10, 2007

Чухăнсен кĕрешÿ... (вырăсларан чăвашла П. Хусанкай куçарнă М. Сеспель сăввин пĕр пайĕ)

* Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути —
Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!

Пухура, чиркÿре халь сана пур йытти
Вăрçăпа пĕтерме шав-шавлаççĕ.

Ак çĕкленчĕ, çĕлен-калта пек чашкăрса,
Ылтăн тумлă эшкер сана хирĕç;

Урса кайрĕ, ылханчĕ, шăлне хăйраса,
Пуп таврашĕ, мĕнпур харампырĕ.

Чухăнсем вăй илнишĕн вĕсем халь хаяр,—
Кăмăл çук-çке влаçа вĕçертмешкĕн.

Халăх юнĕ юхать çĕр çинче тин çеç мар
Çав тискер кайăк пек ирсĕрсемшĕн.

Урччĕрех! Халăх тусĕ нумай пирĕнпе,
Витмен мар вĕсене те куççулĕ.

Аслă ĕçшĕн вĕсем шав тăрсан пĕр çын пек,—
Пирĕн хĕрлĕ ялав çÿлте пулĕ!

Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама,
Вĕсем сывă пулсассăн, пăрахмĕ;

Тĕрлĕ вупăр тавраш хăйсене пуйтарма
Чухăна-мĕскĕне тек пăваймĕ.

Тăвансен çапăçса пуç хумашкăн тивсен,
Вĕсем Ирĕклĕх, тĕрĕслĕх, ыр ĕç

Пур хура хаяра çĕнтерсе килессе
Ененсе те шанса çĕре кĕрĕç.


...


(1918)

Кĕлĕ

Ырă кун çулне пар, ир тăрсан та çăмăллăхне пар, каç выртсан канлĕхне пар.


Пĕр тымар çинче çич çĕр лăс сĕвем, кашни лăссинче пĕрер тĕвĕ, кашни
тĕвĕре пĕрер хунав... Пирĕн халăхра çĕр пин тăван, кашни тăванра пĕрех
кăмăл, кашни кăмăлра пĕрех ĕмĕт. Ама Турă! Упра пирĕн тăван çĕрсене!

Пĕр йывăç çинче çĕр çирĕм турат, кашни туратра пĕрер йăва, кашни
йăвара çич кайăк. Пирĕн пурнăçра çĕр пин тăван, кашни тăванра пĕрех
чун, кашни чунра пин телей. Ама Турă, упра пирĕн çамрăк чунсене!

Пĕр туна çинче çич сыпăк, çичĕ сыпăкра çĕр çулçă, çĕр çулçă çинче
пин чечек. Пирĕн таврара çĕр пин тăван, кашни т
ăванра пĕрех шухăш,
кашни шухăшра пĕрех шанчăк. Ама Турă, упра пирĕн пулас кунсене!

В литературных произведениях выдающихся поэтов чувашского народа (Эмине - XVIII в.; М. Сеспель – нач. XX в.; Валем Ахун – конец XX в.; А. Кибеч – конец XX в. - нач. XXI в.) чуваши категорически отвергли над собой духовный диктат глобальных религий. Несмотря на старания отдельных амбициозных личностей (Урасмет и т.д.), стремящихся устроить свое личное благополучие именем народа, чуваши остались верны своей извечной природной Народной вере (Халăх инемĕ).


Таким образом, на риторический вопрос одной из газет Чувашии „Чуваши выбирают религию” получен однозначный окончательный ответ - Чуваши остались верны своей народной вере.

Халăх инемĕ ĕмĕр-ĕмĕр чунра пулĕ!

Координатор НВ ВУЭ Хв. Матур.

Атте-анне йăлипех (авт. Эмине)

Пире пылпа хаклаççĕ
Тутар тĕнне йышăнма.
Мулласем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Аллах ырлăхне курар!»

Пире турăшпа хăвалаççĕ
Христус тĕнне йышăнма.
Пупсем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Туррăн телейне тупар!»

Пире хĕçпе хăвалаççĕ
Патша умне пуç тайма.
Салтаксем калаççĕ:
«Пăшал парар, хĕç парар,
Патша парнине чăтар!»

Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
Пире ним те кирлĕ мар.
Христус турă — ырă турă,
Эс те пире кирлĕ мар.
Атте-анне йăлипех
Пурăнар виличченех.